Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗ тата йӗрке хуралҫисем халӑхран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсем чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкар районӗнчи Анатри Макаҫ ялӗ патӗнчен иртсе кайнӑ водительсенчен видеорегистратора ҫырӑнса юлнӑ файлсене ыйтаҫҫӗ.
Ӗнер кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре паллӑ мар водитель ҫул хӗррине наркӑмӑшлӑ япала, гидрохлорид, тӑкса хӑварнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫул хӗрринче тем пӑсланнине асӑрхакансем ятарлӑ службӑсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Вырӑна йӗрке хуралҫисем тата тӗрлӗ служба ӗҫченӗсем васкаса ҫитнӗ. Территорие тасатнӑ, наркӑмӑшлӑ япалана сиенсӗрлетнӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 9 сехет те 55 минутра М-7 ҫулӑн 62-мӗш ҫухрӑмӗ ҫинче авари пулнӑ. Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗ ҫывӑхӗнче, Ҫӗрпӳ хули еннелле кайнӑ ҫӗрте, «Форд Транзит» микроавтобус трактор ҫине пырса тӑрӑннӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире пилӗк ҫын тӗрлӗрен суранланнӑ. Вӗсене тухтӑрсем медпулӑшу панӑ. Вайлах аманманнисем пулман. Халӗ аварири ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Маршруткӑн малти пайӗ сиенленнӗ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнче чӑваш ачисем ҫеҫ мар, таджиксем те вӗренеҫҫӗ.
«Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ май ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин сӑвӑ янӑратма хавас пулчӗҫ шкулти онлайн лагерь ачисем. Тӗрлӗ чӗхепе янӑратма хавас эпир. Пирӗн шкулта таджик ачисем те пӗлӳ пухаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен тӑван чӗлхине те, вырӑсла та, акӑлчанла та, паллах, чӑвашла та юратса вӗренеҫҫӗ», – пӗлтерет шкулти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Алина Николаева.
Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне шкул ачисем чӑвашла сӑвӑсем, юрӑсем шӑрантарнӑ. Вӗренекенсем чӑваш халӑх йӑли-йӗрки ҫинчен паллӑ поэтсен сӑввисене те вуланӑ, уявсем ҫинчен хӑйсем те сӑвӑсем ҫырнӑ, кӑмӑлтанах вуласа панӑ.
Шупашкар районӗнчи Шуркасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ тума тытӑннӑ.
Тухтӑр ҫурчӗ 1910 ҫулта хӑпартса лартнӑ купса ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Анчах ӑна тӗплӗн юсамалла. Фельдшерпа акушер пункчӗ купса ҫуртне 1958 ҫулта куҫса кайнӑ, пӗрремӗш хута йышӑннӑ. Унччен медпункт Семен Семеновӑн уйрӑм ҫуртӗнче пулнӑ.
Ҫӗнӗ ФАПа киввинчен инҫех мар хӑпартса лартӗҫ. Унта фельдшерпа врач, тӗрлӗ процедура тумалли,эмел сутмалли, персонал валли пӳлӗмсем, санузел пулӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче республикӑри икӗ ҫын ултавҫӑсене 500 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Шел те, хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫынсене халӗ те ӗненеҫҫӗ, вӗсен вӑлтине ҫакланаҫҫӗ.
Шупашкарти 30 ҫулти хӗрарӑм тата Шупашкар районӗнчи 47-ри арҫын та ҫак мелпех улталаннӑ. Вӗсем патне хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫынсем шӑнкӑравланӑ, карточкисем ҫинче иккӗленӳллӗ операци пулнине пӗлтернӗ. Укҫа ҫухаласран сыхланас тесен нухрата резерв счет ҫине куҫарма сӗннӗ.
30-ти хӗрарӑм 124 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Арҫын вара ултавҫӑсене 400 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ку тӗслӗхсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри пульницӑсенче COVID-19 чирӗллисем валли койкӑсем малалла хатӗрлеҫҫӗ.
«Лару-тӑру кӑткӑс. Ҫӗнӗрен чирленисен шучӗ пульницӑран кӑлараканнисен шутӗнчен кунсерен йышланса пырать», – тенӗ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче.
Хальхи вӑхӑтра пульницӑсенче ковидпа чирлисем валли 2210 койка хатӗрленӗ, ку вӑл – республикӑри мӗнпур койкӑн чӗрӗк пайне яхӑн, тата тӗрӗсрех каласан, 24 процент. Пульницӑсенче халӗ 2160 ҫын сипленет.
Ҫитес 1,5-2 эрнере Шупашкар районӗнчи пульницӑра та ковид-госпиталь туса хурасшӑн.
Республикӑра пӗр талӑкра, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ултӑ пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстин ӗҫченӗсем кунсӑр пуҫне тӑватӑ аварие ҫитнӗ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче ҫӳп-ҫап ҫуннӑ. Ҫав кунах Канаш хулинче тата Елчӗк районӗнче мунчасем ҫуннӑ. Муркаш районӗнче автомобиль мӑкӑрланма пуҫланӑ.
Ҫав кунах Шупашкарта ҫӳп-ҫап контейнерӗнче ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫуртра та пушар тухнӑ.
Раҫҫей халӑх артисчӗ Вера Голубева пурнӑҫран уйрӑлса кайнине эпир юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Паян тата тепӗр хурлӑхлӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Тӳрех палӑртар: Светлана Ефимова-Михайлова артисткӑна юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче юлашки ҫула ӑсатнӑ. Вӑл чылай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Светлана Никифоровна 1927 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫатра Марка ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫирӗмре чухне К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Асӑннӑ театрта вӑл 1953-1983 ҫулсенче ӗҫленӗ. 1960 ҫулта ӑна «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистки», 1975 ҫулта «Чӑваш АССР халӑх артистки» хисеплӗ ятсем панӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан 27 ҫулти ҫамрӑка пула икӗ ҫын шар курнӑ. Турра шӗкӗр, вӗсен пурнӑҫне тухтӑрсем ҫӑлса хӑварнӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ӳсӗр ҫамрӑк арҫын Ҫӗнӗ Тутаркассинчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче пулнӑ. Ҫавӑнта вӑл хӑй унччен палламан 34-ри арҫынпа харкашма тытӑннӑ. Сӑмахпа ҫеҫ мар. Ҫамрӑкки аслине ҫӗҫӗпе тӑватӑ хут чикнӗ. Хырӑмран тата ытти вырӑнтан лектернӗ. 34 ҫулти арҫынна паллакан 23-ри каччӑ хушша-хуппа кӗнӗ, хӳтӗлеме тӑнӑ. 27-ри ҫамрӑка вӑл ҫӗре асфальт ҫине пусса ӳкернӗ, ӑна тӑма ирӗк паман. Апла пулин те лешӗ каччӑна 8 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чикме ӗлкӗрнӗ.
Пӑтӑрмаха, юрать, куракансем пулнӑ. Вӗсем пулӑшнипе икӗ арҫын та сывӑ юлнӑ, йывӑр суранланнӑскерсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Ҫынсене ҫӗҫӗпе аматнӑ ҫамрӑка йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 27-ри каччӑ унччен те судпа айӑпланнӑ, ҫав шутра – ҫынна вӗлернӗшӗн те.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тренкасси ялӗнчи спорт лапамне ҫӗнетесшӗн. Ҫавна май Шупашкар район администрацийӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Тренкасси ялӗнче Ҫамрӑксен урамӗнчи 12-мӗш тата 14-мӗш ҫуртсен хыҫӗнче спорт лапамӗ вырнаҫнӑ. Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 31-мӗшӗччен хоккей лапамӗ, минифутболла тата баскетболла вылямалли лапам, ача-пӑча лапамӗ, спорт тренежерӗсен блокне тумалла.
Аукционра малтанхи хака палӑртнӑ: 10 миллион та 748,1 пин тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |